Каникулта - çул çÿревре

Тин çеç партăсем хушшине йыхăрса пĕрремĕш шăнкăрав шăнкăртатрĕ. 2019-2020 вĕренÿ çулне 101 ача пуçларĕ Тĕмер шкулĕнче.

Сисĕнмерĕ те пĕр чĕрĕк хыçа юлчĕ. Шкул коллективĕ каникула усăллă ирттерме шутларĕ.

Свияжск утравĕ çине çитсе курас шухăшпа çула та тухрăмăр. Çÿллĕ, илемлĕ вырăнта вырнаçнă Свияжск утравĕ. Йĕри-тавра юханшыв сарăлса выртать.

Утрав çинчи паллă вырăнсем илĕртрĕç пире. Раштав лапамĕнче, апостолсемпе танлашакан Константин патшапа унăн Елена амăшĕн храмĕнче, Турă Амăшĕн турăшĕн соборĕнче, истори, археологи йывăçĕн музейĕсенче, Турă Амăшĕн Успенийĕн соборĕнче тата ытти çĕрте пултăмăр.

Утрав асамлăхĕ пурне те тыткăнларĕ.