Çамрăксемшĕн паха ăмăрту

Оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ çамрăксенче патриотизм туйăмĕ çуратакан мероприятисенчен пуян. Çак кунсенче Тĕмере тĕрлĕ шкулсенчен Кармал каччине Николай Афанасьев паттăра халалласа тĕл перессипе, автомат магазин салатса пуçтарассипе, тата автомата хăйне пухассипе район шайĕн-чи йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртнĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ ăна кунта.

Çар Мухтавĕн залĕнчи тĕлпулупа пуçланчĕ мероприяти спортсменсемшĕн. Н.Афанасьевăн тăванĕсем Елизаветăпа Надежда Николаевнасем тата Ирина Максимовна килме кăмăл тунă. Ăмăртăва хутшăнакансене ырлăх-сывлăх, ăнăçу, спортпа туслă пулма суннă вĕсем, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов, шкул директорĕ Альбина Николаева та.

Ултă шкул команди хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрĕслерĕç хĕрÿ тупăшусенче.

Пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе Татьяна Моисеевапа (Элпуç, 24 очко) Егор Сысоева (Тĕмер, 27 очко) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Екатерина Зайцевапа (Тĕмер) Олеся Ильина (Элпуç), арçын ачасем хушшинче - Антон Бородкинпа (Тăвай) Юрий Павлов (Элпуç).

Автомат салатса пуçтарассипе Тĕмер шкулĕнчи Диана Автономовапа Кирилл Кайсаров палăрнă. 2-3-мĕш вырăнсенче - Ангелина Ялугинапа (Тăрмăш) Александра Чернова (Тĕмер), Леонид Семеновпа (Çĕнĕ Пуянкасси) Егор Сысоев (Тĕмер). Магазин салатса пуçтарассипе Александра Черновапа Данил Поликарпов (Тăрмăш) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Диана Автономовапа Тăвай шкулĕнчи Елизавета Евдокимова, Леонид Семеновпа Тăрмăш шкулĕнчи Павел Корнилов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Пĕтĕмĕшле итогсем хыççăн чи нумай очко пухса Тĕмер шкулĕ çĕнтерчĕ (сăн ÿкерчĕкре). Иккĕмĕшĕнче - Тăвай, виççĕмĕшĕнче - Тăрмăш шкулĕ-сен командисем.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе грамотăсем, торт парса хавхалантарнă. Куçса çÿрекен кубок тĕмерсенчех юлнă. Ăмăртăва çÿл- лĕ шайра ирттерме физкультура учителĕ Борис Емельянов нумай тăрăшнă. Çавăн пекех Тĕмер ял тăрăхĕн администрацине тав тăватпăр.