Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсем кăмăллă хыпарсемпе тулли пулчĕç

    Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсем Тĕмерти вăтам шкулта вăй хуракансемшĕн  кăмăллă хыпарсемпе тулли пулчĕç.

    Пирĕн шкулта 9 класра пĕлÿ пухакан Автономова Дианăпа Чернова Александра ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă стипендине тивĕçрĕç. Дианăпа Саша иккĕшĕ те тăрăшса вĕренеççĕ, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ, шкулта тата районта иртекен конкурссенче яланах вěсем хастар. Саша спортпа туслă, чупассипе, ишессипе тата тĕл перессипе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Диана вара пĕрремĕш класранпах  сцена çинчен анман та пулĕ, илемлě сассипе куракансене  савăнтарать. Иртнě çул та, кǎçал та вěсем районта иртнě олимпиадǎсенче  чылай предметпа призерсен йышěнче. Юлташĕсемшěн вěсем- ырǎ тěслěх. Вĕрентекенсемпе тантăшĕсем  Дианăпа Саша ятарлǎ стипендие тивěçнěшěн чун-чĕререн савăнаççĕ.

    Унсăр пуçне вĕсем иккĕшĕ те  волонтерсен йышĕнче.  Шкулти волонтерсем спорт, культура мероприятийĕсенче, экологи акцийĕсенче хастар. Волонтерсен отрячĕ районта раштав уйǎхěн юлашки кунěсенче иртнĕ «Чи лайăх волонтер отрячĕ» конкурсра çĕнтерчĕ. Вěсен ĕçне  Кувшинова Людмила Леонидовнăпа Большова Надежда Васильевна йĕркелесе пыраççĕ. Ырă тăвакансене, вĕсен ертÿçисене чун-чěререн саламлатпăр, çĕнĕ ҫитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр. Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ вĕçленнипе вăй илнĕ ырă ĕçсем пăчланмасса, волонтерсен йышĕ малалла та пуянланасса шанатпăр.

Шашкова С. Л.