Ачасен юратнă учителĕ

Ачасен юратнă учителĕ

Сăхăтпуç хĕрĕ Канашри педагогика училищинче ятарлă пĕлỹ илсен Кармалти 8 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçланă. Çак ял каччипе паллашса çемье çавăрнă. Çав хушăра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ.

Елена Михайловна 30 çул ытла ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе ырми-канми вăй хурать.

Çамрăк ăру пурнăç çулĕпе ăнăçлă утасси унăн профессийĕнчен, кĕçĕн классен учителĕнчен, нумай килет. Шутсăр юратать вăл пĕчĕкскерсене. Çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ учитель ĕçне суйланипе савăнать. Тĕл пулсан вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен ыйтса пĕлет. Вĕрентỹпе воспитани ĕçне пысăк тỹпе хывакан, ĕçри çĕнĕлĕхшĕн тăрăшакан педагог РФ Президенчĕн грантне тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикин тата Раççей Вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисене парса чысланă. Ытти наградăсем те чылай унăн. Елена Михайловна хăйĕн ĕçне çав тери юратса тăвать. Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелет учительница. Ял çыннисемпе тату пулни, вĕсем ăна хисеплени Е.Степанована ял тăрăхĕн депутатне суйлани те çирĕплетет. Вăл пуçарнипе урамсене, кил-çурт таврашĕсене, тăкăрлăксене тирпей-илем кĕртессипе тасалăх кунĕсем иртеççĕ. Çак ĕçе аслисемпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнаççĕ. Çемьесене шывпа тивĕçтерес енĕпе те нумай тăрăшать. Пухусенче ял аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене хускатать. Ĕçченлĕхшĕн, ыр кăмăллăхĕшĕн сума сăваççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсемпе ял çыннисем. Мăшăрĕпе, Петр Степановичпа, виçĕ хĕр пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Наташăпа Ольга Чăваш патшалăх университетне, Вероника Чăваш патшалăх академине пĕтернĕ.

Иртнĕ кунсенче Елена Михайловнана тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа саламлама пухăннă чух 3 хĕрĕ юратнă амăшĕ ячĕпе мĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмахсем каларĕç. "Эс пурришĕн Турра тав тăватпăр. Пур ачан та пирĕнни пек лайăх анне пултăрччĕ. Пуç таятпăр сан умăнта. Хăвăн чун ăшшине ыттисемшĕн те хĕрхенместĕн. Санри ăш пиллĕхпе хастарлăх, сăпайлăх, çын хушшинчи хисеп иксĕлми пулччăр", - терĕç пĕтĕм чун-чĕререн.

Р.ВАСИЛЬЕВА.