Таврапĕлỹ сехетĕнче

Тĕмерти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Шашкова 8-9 класра вĕренекенсене паллă чăваш патшалăх политикĕн, журналисчĕн Д.С.Эльменĕн (1885-1932 ç.ç.) биографийĕпе паллаштарчĕ.

Даниил Семенович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче К.В.Ивановпа пĕрле вĕреннĕ, каярахпа унта ĕçленĕ. Эльмен Чăваш автономи облаçĕнчен ЧАССР тăвас ĕçре вăй хунă, вĕренỹ ĕçне тата культурăна аталантарас тесе нумай тăрăшнă. Унсăр пуçне вăл журналист тата куçаруçă. Унăн фельетонĕсемпе калавĕсем, сăввисем ("Хурăн", "Хресчен телейĕ", "Хуйхă", "Вăрманта", "Çуркунне", "Атăл мыскари", "Пирĕн савăт питĕ савăк", "Пĕлĕт çинчи штатсене чакарни") "Канаш", "Хресчен сасси", "Шурăмпуç", "Пирĕн юлташ" хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. Ытларах "Хĕрлĕ сăнă" тата "Лăпсăркка" псевдонимсемпе усă курнă Даниил Семенович. Таврапĕлỹ сехечĕ кăсăклă ирттĕр тесе вĕрентекен презентаципе усă курнă.