"Пероран планшет патне"

Чăваш наци музейĕнче те пултăмăр эпир, Тĕмерти шкулта вĕренекенсем. "Пероран планшет патне" куравпа паллашрăмăр. Вĕрентỹ системи мĕнле аталанса пынине уçса парать вăл. ХIХ ĕмĕртен пуçласа паянхи кунччен мĕнле кăна япаласемпе усă курман-ши ачасене пĕлỹ пама? Хурăн хуппи, тĕн кĕнеки, чăваш азбуки, пероллă ручка, малтанхи компьютерсем пур куравра. Хур тĕкĕпе, авторучкăпа, черниллă ручкăпа, кăранташпа çырса паллашрĕç ачасем. Шутламалли патаксене, логорифм линейкине, тетрадьсемпе кивĕ портфельсене тытса пăхрĕç.

Вĕсене грифель доска çинче çырса пăхни кăмăла кайнă, совет тапхăрĕнчи ачасен тетрачĕсемпе кăсăкланнă, парта хушшине ларса курнă вĕренекенсем. "Пероран планшет патне" курав пурне те килĕшнĕ.

Е.РОМАНОВА