Пушар хуралĕн музейĕнче

Тĕмерти вăтам шкулта вĕренекенсем кĕрхи каникулта Шупашкарти пушар хуралĕн музейне кайса курчĕç.

Чăваш Республикинчи пушар хуралĕн историйĕпе, ятарлă техникăпа оборудовани мĕнле çĕнелсе пынипе паллашрĕç, пушарниксене кирлĕ япаласемпе мĕнле тивĕçтерни пирки каласа кăтартрĕ, шкулта тата килте пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма сĕнчĕ музей сотрудникĕ В.Николаева.

1773 çулта Шупашкарта пулнă пушар диорами вĕренекенсене уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Вут-кăвар вăхăтĕнче çынсене мĕнле эвакуациленине сăнлакан макет та кăсăклантарнă ачасене. Эльбарус шкулĕнчи 103 вĕренекен çунса кайнине те макет тунă, ун умĕнче куракансем чылайччен тăчĕç. "Хваттер пушарччен тата пушар хыççăн" голограммăпа паллашма та интереслĕ пулчĕ.

Çавнашкал экскурсисем ачасен асĕнче яланлăхах юлаççĕ.

С.ШАШКОВА, вĕрентекен.